„земля, которую кладут с покойником, с его же могилы в гроб“. Начерт. 152. Из описания, приведенного ниже, видно, что земля эта кладется не в гроб, а под гроб у изголовья покойника. Вопрос требует уточнения. Юрк. Чи малтан сăвап тăприне касса илеççĕ. Ăна пуртăпа касаççĕ. Каснă чухне пурттине пурт тĕшшинчен (обух) тытса çĕре касса илеççĕ. N. Чăн малтан пĕри (вилекен кама хушса хăварнă, çавă) тăваткал тăпра касса кăларса илет, ăна „сăвап тăпри“ теççĕ; вăл тăпрана çынна пытарнă чух çын пуçĕ тĕлне тупăк айне хурса хăвараççĕ. Ăна пăснă чух: вилнĕ (ятне калаççĕ) алăкĕ, тесе калаççĕ. Вăл тăваткал тăпра пит кирлĕ, хаклă япала: ахăр самана (кончина мира) килсен, вилнĕ çын тăнă чух ăна çав тăваткал тăпра çĕклесĕ çĕре уçса кăларат, тет.
Çавăн пекех пăхăр:
Сăванюк сăвап сăвап çурти сăвап сун « сăвап тăпри » сăвап-сунан Сăвапи сăваплă сăваплăх сăвапсăр